Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ шупашкар

Персона
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти 57 ҫулти Светлана Хрулева «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Светлана Васильевнӑпа Вячеслав Владимирович 13 ачана воспитани параҫҫӗ: 6 хӗр те 7 ывӑл. Чи кӗҫӗнни 2012 ҫулта ҫуралнӑ. Аслисем ҫемье ҫавӑрнӑ ӗнтӗ. Хрулевсен 15 мӑнук пур. Светлана Васильевна «Амӑшӗ-героиня» ята тивӗҫнипе пӗрле ҫемьене 1 миллион тенкӗ парӗҫ.

Сӑмах май, ҫак ята 2022 ҫултанпа параҫҫӗ. 10-мӗш ачи ҫулталӑк тултарсан, ытти ачи чӗрӗ-сывӑ пулсан амӑшӗ ҫак ята тивӗҫме пултарать.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленность урамӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче инкек пулса иртнӗ.

Ирхи 6 сехетре «Шевроле Нива» ҫӑмӑл машина 54 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнине пульницӑна илсе кайнӑ, анчах вӑл унта куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Руль умӗнчи 47 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкулта вӗренекен ачасем мода кӑтартнӑ. Вӗсем сцена ҫине чӑваш наци тумӗсемпе тухнӑ.

Ачасем куракансене тӗрлӗ тумпа паллаштарнӑ. Вӗсен йышӗнче хальхи модӑпа килӗшсе тӑракан тумтир те пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18381
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуса та ят панӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн пӗрремӗш ертӳҫине Владимир Петрова халалласа ят хунӑ.

Ҫак троллейбус 52-мӗш маршрутпа ҫӳрет: «Иваново» микрорайонтан Химпрома ҫитет. Салонра пассажирсене Владимир Петровӑн пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Сӑмах май, вӑл управлени ертӳҫинче 1976 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен ӗҫленӗ.

Палӑртмалла: ят панӑ троллейбуссем Шупашкарта та пур.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти 4-мӗш шкулта нумай ача апатпа наркӑмӑшланнӑ. Пульницӑна пулӑшу ыйтма 20 ҫын пынӑ, вӗсенчен 19-шӗ – ачасем.

Виҫҫӗшне инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Ыттисене медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ. Пульницӑна пынӑ пӗтӗм ҫыннӑн пӗр пек чир паллисем пулнӑ: вӗсем апатпа ҫыхӑннӑ.

Прокуратура тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫак шкулта апатланӑва йӗркелекенни – Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav21/4072
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ ача амӑшӗ Анна Аветисян Турцире иртнӗ Ironman триатлона ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Вӑл пӗр кунра пысӑк дистанцие парӑнтарнӑ: 2 ҫухрӑма яхӑн ишнӗ, 90 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫурмамарафон чупнӑ.

Анна – фитнес-джампинг тренерӗ. Триатлона ӑна мӑшӑрӗ Арсен хатӗрленӗ. Ӑмӑртура ӑна пӗтӗм ҫемйи хавхалантарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Паян Канаш хулинче ирхи 6 сехетре маршрутка ҫуннӑ. Юрать-ха, никам та шар курман. Салонра никам та пулман.

Транспорт Кооператив урамӗнчи автобаза пулнӑ вырӑнта ларнӑ. Маршруткӑна тӑрук ҫулӑм хыпса илнӗ. Транспорт сиенленнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Аса илтерер: иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Ун чухне те салонра никам та пулман.

 

Ҫул-йӗр
ru.freepik.com
ru.freepik.com

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ, Шупашкарти пассажир маршручӗсем ҫинче улшӑнусем пулӗҫ.

Шупашкарта ҫӗнӗ маршрут уҫма палӑртнӑ. Вӑл 13-мӗш маршрут пулӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ЖБК-9 тата Улатӑр ҫулне ҫыхӑнтарӗ. 7Э, 7 тата 30-мӗш маршрутсене упраса хӑварӗҫ.

 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫурт стени ишӗлме пуҫлани пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Халӗ ӑна авариллисен шутне кӗртнӗ.

Сӑмах – Коммунизм урамӗнчи 35-мӗш ҫурт пирки. Унта пурнакансене урӑх ҫӗре куҫарӗҫ, ҫурта вара ишсе антарӗҫ. Хӑҫан? Паллӑ мар. Анчах ку ӗҫсене 2032 ҫулхи раштавӑн 31- мӗшӗччен патшалӑх программипе килӗшӳллӗн вӗҫлемеллине палӑртнӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче троллейбуссенче СПБ урлӑ тӳлесен билет хакӗ 8 тенкӗ йӳнӗрех пулнӑ. Ку акцие ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ку мелпе Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлеме пулать. Акци раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Ҫапла майпа Шупашкарти троллейбуссенче тата Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 62-мӗш троллейбусра билет хакӗ 21 тенкӗ пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссенче вара – 17 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=300243
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 201
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй